Уй кунĕ

Çĕрпӳ районĕнче «Уй кунĕ» иртет. Раççейри 18 регион аграрийĕ ял-хуçалăх техникин куравне килсе çитнĕ. Вĕсем уй-хирте ĕçлемелли 100 ытла çĕнĕ йышши хатĕрпе паллаштараççĕ. Курава республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Михайловка ял çывăхĕнче ял хуçалăх техникин чăн-чăн хули ӳссе ларчĕ. Çĕршыври компанисем ака-суха ĕçĕсене тăвакан, им-çамлакан, тухăç пуçтаракан трактор-машин кӳрсе килнĕ.

Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕ çулсеренех уй кунĕнче Раççейре туса кăларнă çĕнĕ биопрепаратсемпе паллаштарать. ОЛЬГА БЕЛОВА: «Паян эпир уй кунĕнче хамăр биопрепаратсене кăтартас терĕмĕр. Вĕсене эпир тахçанах ĕçлетпĕр. Çак биопрепаратсем ытларах чир-чĕртен, ӳсен-тăрана ӳсме пулăшать. Ӳсен-тăрана вăй парать. Ку препартасем çыншăн та, пыл-хурчĕсемшĕн те пĕртте сиенлĕ мар». Республикăри аграрисем çакăнтах тухăç паракан культурăсене акса тĕрĕслеççĕ. Кунта пăрăç, ыраш тата туллăн çĕнĕ сорчĕсемпе ыттисене паллаштарма кӳрсе килнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хуçалăхсем тухăçлă ĕçлени хальхи çăмăллăхсемпе хастар усă курнинчен те килет терĕ. Ку тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕн пĕтĕмпех пур.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Çĕнĕ технологисем куратпăр, тĕрлĕ им-çам, удобренисем. Ӳсен-тăрансем çине мĕнле витĕм кӳнине пĕрле сӳтсе яватпăр. Пăхатпăр. Çак вăхăт хушшинче пĕрле ĕçлесе пыни мĕнле усă панине, пĕлтерĕшĕ мĕнле пулнине паянхи кун хире тухса пăхма пулать. Хирсене пăхса çаврăнтăмăр. Чăваш Республикинчи хирсем пурте яка. Пахалăхлă акса хăварнă. Тухăçĕ те пысăк пулмалла пек. Пире кăшт кана çумăр кирлĕ тата». Тăрăшса ĕçлекенсене уй кунĕнче тав хучĕсемпе чысларĕç. Ял хуçалăх техникин куравĕ ыран та кунĕпех ĕçлет.

Сюжет



14 июля 2022
09:34
Поделиться