Сăтăрçăсенчен хăтăлмалла

Сăтăрçăсенчен хăтăлмалла

Çанталăк лайăхланчĕ, ака ирттерме майсем пур. Хуçалăхра ĕçлекенсен пĕр ыйту татăлчĕ темелле. Çав вăхăтрах тепри канăçсăрлантарать. Чăваш Енри нумай хуçалăхра шăтнă тĕш-тырă сарăхма тытăнчĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Вĕсене палăртма Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем уйсене час-час тухаççĕ. Черетлĕ çул çӳреве Алина Сусметова та хутшăнчĕ.

Кĕрхисем ăшă çилпе хумханаççĕ. Ешĕл хир куçа илĕртет. Çурхи сивĕ кунсем кĕрхи культурăсене аталанса вăй илме чăрмантарман. Тĕрлĕ препаратпа сапни тата та паркарах çитĕнме май парать.

СВЕТЛАНА МИХАЙЛОВА: «Манăн алра икĕ тĕрлĕ калча. Кунта биологи препарачĕсемпе усă курман. Çавăнпа вĕсен тунисем те кĕскерех, тымарĕ те аталанман. Тепринпе биологи препарачĕсемпе ĕçленĕ. Унăн тунисем 2 хут вăрăмрах тесен те юрать. Тымарĕсем те çав тери лайăх аталаннă».

Вăраха кайнă çумăрччен акнă çурхисем те куçă илĕртеççĕ. Мĕнле ăшă кунсем çитеççĕ – вĕсене хурт-кăпшанкă тапăнать. Тĕш-тырă пыйти, хăнкăла, вăрăмсăмса, уй пăрçи тата ытти те – ăскăча унталла кунталла вунă хутчен сулса ярсан тыткăна темĕн те лекет.

СВЕТЛАНА МИХАЙЛОВА: «Хурт-кăпшанкăсем çав тери нумаях мар. Уй пăрçийĕ – 30-40. Çакăн пекех шăрăх тăрсан, çумăр çумасан вĕсенчен хуçалăхăн ĕçсем тума лекет. Çакăнта урпа шăни те лекрĕ. Вăл хура тĕслĕ. Унăн çурăмĕ çутă, урисем сарă. Çак шăна урпана сиен кÿрет. Вăл тунине çиме пултарать, çисен вара пучах тухмасть те тупăш пĕтет».

Уй пăрçисем ытларах Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав районĕсен хуçалахĕсенче палăраççĕ. Урпа шăнине ытларах Муркаш район çĕрĕсем çинче шута илнĕ. Специалистсем пĕр тăваткал метрта ăскăча 30-40 терлĕ хурт-кăпшанкă лексен çак хирсене тасатма сĕнеççĕ. – Çак тĕрлĕ чир-чĕрпе, сăтăрçăсемпе кĕрешессипе тишкерсе пăхар-ха, хăш районсем лайăх ĕçлеççĕ?

ТАТЬЯНА ПЫРКИНА: «Патăрьел, Елчĕк районĕсем, мĕншĕн тесен вĕсем чи малтан акма тухаççĕ, вĕсен культурисем те малтан аталанса пыраççĕ. Çак енчи ял-хуçалăх предприятийĕсем те обработкăсене чи пĕрремĕш тухаççĕ».

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен кăçал тата тепĕр чăрмава та парăнтармалла пулчĕ. 20 çул ĕнтĕ çу уйăхĕ çапла сивĕ пулман. Тĕш-тырă халех саралма пуçланин сăлтавĕ çакăнтан та килет. Ытти кăлтăк та пур.

СВЕТЛАНА МИХАЙЛОВА: «Калча сарăхнă, мĕншĕннине пĕлме кăларса пăхатпăр. Тарăнăшĕ 8 см таранах. Ку ĕнтĕ кăçалхи çулшăн, пĕрмаях çумăрсем çурĕç, çĕр тачкаланса пырать, çавăнпа тарăнрах. Пĕрчĕ патне кислород çитмест, çавăнпа та сарăхать. Иккĕмĕш сăлтавĕ – çурхисене акичченех малтанах пĕлтĕр мĕнле культурăсем ÿснине пăхмалла».

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем хуçалăхăн икĕ уйĕнче те пулчĕç. Çурхисем аван шăтнă, çитменлĕхсем çукпа пĕрех. Кĕрхисен хирне вара «4» паллă парса пахаларĕç. Çаплах çумăр çунăран çум-курăк вăй илсе кайнă. Хуçалăх ертӳлĕхĕ паян-ыран унпа кĕрешме тухма палăртать.

Алина Сусметова, Николай Скворцов, Юрий Марков.

Ку ыйту тавра эрнекун та калаçăпăр-ха. Сиенлĕ хурт-кăпшанкă кĕрхи культурăсем çинчен çурхи çине те куçма пултарать-и? Чире, сăтăрçа мĕнле пĕтерме пулать? Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина 19:00 сехетре «Эрне» кăларăмра нумай ыйтăва уçăмлатĕ 

Курма



НТРК Чувашии
03 июня 2022
08:09
Поделиться