"Мĕн акатăн, çав шăтать" кӑларӑма итлеме сӗнетпӗр

"Мĕн акатăн, çав шăтать" кӑларӑма итлеме сӗнетпӗр

Паян, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехет те 20 минутра Чӑваш радио хумӗсем ҫинче тӳрремӗнех эфира тухакан "Мӗн акатӑн, ҫав шӑтать" кӑларӑма итлеме сӗнетпӗр.

Акнӑ, лартнӑ пахча-ҫимӗҫсем хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ-ши, эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫак тата ытти ыйту тавра пулӗ калаҫу.

Ирина Паргеева корреспондентпа Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫин ҫумӗ Ольга Белова радио итлекенсенчен, сад-пахча ӑстисенчен ыйтусем кӗтеҫҫӗ. Студири телефон номерӗ: 56-19-73

Ҫавӑн пекех Вконтакте страницӑра https://vk.com/id671375386 хӑвӑра кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫырса хӑварма пултаратӑр

✅ Эпир Телеграм-каналра:
https://t.me/rscenter21



26 мая 2022
09:27
Поделиться