Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленессине, патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳмелли ҫӗнӗ йӗркесене сӳтсе яврӗҫ
Елчӗк тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ертсе пыракан Правительство комиссийӗ пулчӗ. Ун йышӗнче - тӗрлӗ ведомство пуҫлӑхӗсем. Ушкӑнсене пайланса вӗсем районти 13 хуҫалӑха ҫитсе курчӗҫ.
"Рассвет" кооперативра хире паян тесен паян тухма пултараҫҫӗ. Ҫурхи акана эпир кӗркуннех хатӗрленме пуҫланӑ, - каласа парать хуҫалӑх ертӳҫи Юрий Мясников хӑнасене техника паркне кӑтартнӑ май. Сӳресемпе сеялкӑсене, трактор-комбайна уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсенех юсаса упрама лартнӑ. 2020-мӗш ҫулта 15 миллион, пӗлтӗр вара 10 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх машинисем туяннӑ. Тӑкаксен 40 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Ҫӗнӗ те хӑватлӑ техникӑна хуҫалӑх тирпейлӗ упранине палӑртрӗ комисси. Ыттисен те ҫакна тӗпе хумалла, - терӗ Сергей Артамонов министр. Сӑмах май, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене те патшалӑх тӗрев кӳрет. Кун пирки ял хуҫалӑх предпритийӗсен ертӳҫисемпе, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура сӑмах пычӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров.