Ҫӗр ӗҫченӗн хӗрӳ вӑхӑт ҫывхарать. Кӑҫал хире вӑл иртнӗ ҫулпа танлаштарсан самай каярах тухӗ. Апла пулсан акана хатӗрленме те унӑн вӑхӑт ытларах пулать. Халӗ хуҫалӑхсем минераллӑ удобренисем кӳрсе килеҫҫӗ, техника юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин вара вӑрлӑх тасатмалла. Ӑна ҫителӗклӗ хатӗрленӗ-и республикӑра, пахалӑхӗ тивӗҫтерет-и? Ҫакна Екатерина Фомина Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗнчи специалистсенчен ыйтса пӗлчӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов